Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Общество
9 Июнӗн 2023, 09:47

Биометрипе ӑҫта тата хӑҫан усӑ курма пулать

Биометрие 18 ҫултан пуҫласа ирӗклӗ йӗркепе регистрацилеме пулать.

Биометрипе ӑҫта тата хӑҫан усӑ курма пулатьБиометрипе ӑҫта тата хӑҫан усӑ курма пулать
Биометрипе ӑҫта тата хӑҫан усӑ курма пулать

Биометри ҫынна хӑйне евӗрлӗ уйрӑмлӑхсенчен, сӑмахран, пӳрне йӗрӗсенчен е куҫ сетчаткине тишкернинчен уйӑрса илме пултарать.
Биометрипе ӑҫта тата хӑҫан усӑ курма пулать:
  укҫа-тенкӗ тӳлесе татма 5 пин тенкӗ таран;
  банкра клиентпа дистанциллӗ калаçнă чух тата харпӑр хӑй пулнине çирĕплетме ;
  контакт-центрта кирлĕ пулсан;
  КПП-ра иртме уйрӑмах вăрттăн объектра;
  ҫыру е посылка илме почтӑра.

Мӗнле ӗҫлет вӑл?

Ятарлӑ хальхи хатӗрсем — сканерсем, сенсорсем тата ытти шутлавҫӑсем - ҫын биометри даннӑйӗсене ятарлӑ базӑна ҫыраҫҫӗ. Система ҫак информацие асра тытса цифра кодне йĕркелет.

Биометрие 18 ҫултан пуҫласа ирӗклӗ йӗркепе регистрацилеме пулать. Кайран вара ӑна кирек хӑш самантра та пӑрахма пулать. Биометрие тумалли икӗ меслет пур – "Госуслуги Биометрия" приложени урлӑ е банк отделенинче. Тӗплӗнрех — патшалах порталӗнче: https://vk.cc/coqIOm


Биометрипе ӑҫта усӑ курма чарнӑ?
Правительствӑра биометри даннӑйӗсемпе ӗҫлемелли правилӑсем ҫинчен постановлени кӑларнӑ. Унта вӗренме кĕмелли, итог экзаменӗсенче, врачран консультаци илнӗ чухне, рецептурлӑ эмелсем сутнӑ чухне биометрипе усӑ курма, ҫавӑн пекех паспортпа усӑ курнине палӑртма чарнӑ. Правилӑсем 2029 ҫулхи июнӗн 1-мӗшӗччен ӗҫлӗҫ. Постановлени: https://vk.cc/coqIMh



#ОбъясняемРФ #ОбъясняемБашкортостан
https://vk.com/obyasnyaem102

 

Биометрипе ӑҫта тата хӑҫан усӑ курма пулать
Биометрипе ӑҫта тата хӑҫан усӑ курма пулать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас