Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
16 Июнӗн 2023, 16:23

Ҫамрӑксен кунĕнче Пушкӑртра эрех сутма юрамасть

Йышӑннӑ нормӑсем 2023 ҫулхи июнӗн 8-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ.

Ҫамрӑксен кунĕнче Пушкӑртра эрех сутма юрамасть
Ҫамрӑксен кунĕнче Пушкӑртра эрех сутма юрамасть

Шӑматкун, июнӗн 24-мӗшӗнче, Çамрӑксен кунне уявланӑ май Пушкӑрт Республикин территорийӗнче алкоголь продукцине сутма чараҫҫӗ.

Чарусене "Пушкӑрт Республикинче алкогольпе спирт тытăнса тăракан продукцин производствӑра тата ҫаврӑнӑшӗнче ӗҫ-хӗл йӗркелесси ҫинчен" саккуна кӗртнӗ тӳрлетӳсемпе палӑртнӑ.

“Башинформ” пӗлтернӗ тӑрӑх, Çамрӑксен кунне унччен ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче палӑртнӑ пулсан, ҫӗнӗ редакцире -июнӗн юлашки шӑматкунӗнче е тепӗр кун, июлĕн 1 - мӗшӗччен, уявламалли мероприятисене ирттерме ҫулленех муниципалитетӑн нормативлӑ право акчӗсемпе палӑртакан,-муниципалитет районӗн, хула округӗн территорийӗнче -Пушкӑртстанри халӑх куравӗн территорийӗнче палăртнă.

Алкоголь продукцине лавккасенче çеç сутма чараççĕ. Общество апатланӑвӗн предприятийӗсене чару сарӑлмасть.

Палӑртса хӑварар, РФ КоАПӗ тӑрӑх, саккун требованийӗсене пӑснӑшӑн должноçри ҫынсем тата юридика сапачĕсем валли те штрафсем туса административлӑ яваплӑха пӑхса хӑварнӑ.

Йышӑннӑ нормӑсем 2023 ҫулхи июнӗн 8-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ.

https://www.bashinform.ru/news/social/2023-06-14/v-den-molodezhi-alkogol-v-bashkirii-prodavatsya-ne-budet-3299419

 

 

Ҫамрӑксен кунĕнче Пушкӑртра эрех сутма юрамасть
Ҫамрӑксен кунĕнче Пушкӑртра эрех сутма юрамасть
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: