Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
20 Июнӗн 2023, 12:14

Пушкӑрт водителӗсен штрафсем пуррине тӗрӗслӗҫ

"Должник" операци июнӗн 25-мӗшӗччен тӑсӑлать.

Пушкӑрт водителӗсен штрафсем пуррине тӗрӗслӗҫ
Пушкӑрт водителӗсен штрафсем пуррине тӗрӗслӗҫ


Пушкӑртра "Должник" профилактика операцийӗ пуҫланнӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗн сотрудникӗсем, ҫул-йӗр правилисене пӑсакана чарсан, унăн даннӑйсене база тӑрӑх тӗрӗслӗҫ. Хуҫин тӳлемен штрафсем пуррине пӗлсен, ун валли административлӑ ҫӗнӗ материал туса хурӗҫ. Судра айӑплине 15 талӑкчен административлӑ арестлеме тивӗҫ.

"Башинформа" республикӑри тӗп патшалăх автоинспекторӗ Владимир Севастьянов пӗлтернӗ тӑрӑх, штрафсене вӑхӑтсӑр тӳлесе татман 4500 водитель яваплӑ пулнӑ. "Должник" операци июнӗн 25-мӗшӗччен тӑсӑлать.

https://www.bashinform.ru/news/social/2023-06-20/v-bashkirii-voditeley-proveryat-na-nalichie-shtrafov-3305999


Сăнÿкерчĕкĕ: Ксения Калинина / "Башинформ" ИА архивӗ.

Пушкӑрт водителӗсен штрафсем пуррине тӗрӗслӗҫ
Пушкӑрт водителӗсен штрафсем пуррине тӗрӗслӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: