Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцине 1936 ҫулхи июлӗн 3-мӗшӗнче йӗркеленӗ.
Паян çул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессине Пишпÿлек районӗнчи Раҫҫей ОМВД ОГИБДД ӗҫлекенĕсем пысӑк тӳпе хываҫҫӗ.
Професси уявне уявланӑ май ГАИ ветеранӗсемпе хальхи ӗҫченӗсен тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Саламланӑ май Пишпӳлек районӗнчи ОМВД начальникӗ Азат Хазиев, Пишпӳлек район администрацийӗн ӗҫӗсен управляющийӗ Алексей Макаров сӑмах тухса каланӑ. Служба ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене район администрацийӗн тата ведомствăн тав ҫырӑвӗсем панă.
Чаплӑ пай хыҫҫӑн унчченхи ӗҫтешсене пытарнӑ вырӑна тухса кайнă, вӗсен вилтӑприсем ҫине чечексем хунă, пӗр минут хушши чӗнмесӗр тӑнă.