Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
5 Июлӗн 2023, 05:25

Мобилизациленисен ӗҫ прависем

ОбъясняемРФ#ОбъясняемБашкортостан#

Мобилизациленисен ӗҫ прависемМобилизациленисен ӗҫ прависем
Мобилизациленисен ӗҫ прависем

 Спецоперацие кайнӑ сотрудник ӗҫ вырӑнӗ сыхланса юлать-и?

 

Ӗҫ параканӗ ҫар ҫынни валли вырӑн хӑварать, ӗҫ договорӗ чарӑнса тӑрать.

 

Служба срокӗ пӗтсен, ĕçлекен виҫӗ уйӑх хушшинче компание таврӑнма пултарать. Должноҫ пушӑ пулмасан, ӑна урӑх ваканси сӗнеҫҫӗ.

 

  Договора чарса лартсан мобилизациленӗ ҫыннӑн ӗҫ стажне кӗртмеҫҫӗ-и?

 

Ку тапхӑра пӗтӗмӗшле пенси тата соцстрахованийӗ валли стажра шута илеҫҫӗ.

 

Мобилизациленӗ работникӗн сроксӑр договорне ҫеҫ чарса лартма пулать-и?

 

Сроксӑр тата васкавлӑ ӗҫ договорӗсем, служба контракчӗсем, ҫавӑн пекех тӗрӗслев вӑхӑтӗнчи договорсем чарӑнаҫҫӗ.

 

Мобилизаци енӗпе чӗнсе илнисем валли ҫеҫ ӗҫ договорӗ чарӑнса тӑрать-и?

 

Ку услови контрактниксемпе доброволецсене те пулать.

 

  Служба пӗтнӗ хыҫҫӑн ӗҫ договорне сыхласа хӑварас тесен, ӗҫ паракана виҫӗ кун хушшинче пӗлтермелле-и?

 

Ĕçлекен хӑй вырӑнне виҫӗ уйӑх хушшинче таврӑнма пултарать, анчах ĕçе тухасси ҫинчен виҫӗ кун хушшинче систермелле.

 

  Сирӗн ӗҫ прависене пӑснӑ пулсан, Онлайнинспекция.рф порталӗнчи "Проблема ҫинчен пӗлтерме" сервис урлӑ чӗнсе ҫырӑр.

 

 

Мобилизациленисен ӗҫ прависем
Мобилизациленисен ӗҫ прависем
Автор:Марина Иванова
Читайте нас