Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
10 Июлӗн 2023, 10:28

Пушкӑртра водителе тытса чарнӑ: вăл ПДД 236 хут пӑснӑ

Йĕркене пăсакана икӗ административлӑ протокол панӑ, хӑйӗн айӑпне вӑл йышӑннӑ.

Пушкӑртра водителе тытса чарнӑ: вăл ПДД 236 хут пӑснӑ
Пушкӑртра водителе тытса чарнӑ: вăл ПДД 236 хут пӑснӑ

Стерлитамакра 236 хут ПДДна пӑснӑ водителе тытса чарнӑ. Вӑл яланах хӑвӑрт çÿренĕ пулнӑ, анчах автомобиле ачи ҫине çырса штрафсемпе наказани парассинчен пӑрӑнма тӑрӑшнӑ. Ӑна административлӑ право йĕркине пӑснисене автоматизациленӗ фиксаци центрӗн специалисчӗсем шутласа кӑларнӑ та ГИБДД посчӗсене пурне те ориентировка панӑ.

Республикӑн тӗп патшалăх автоинспекторӗн Владимир Севастьяновăн телеграм-каналӗ тăрăх паллӑ пулнă тăрăх, 45 ҫулти арҫынна Renault Megane рульне тытса пыракана Водолаженко урамӗнче чарнӑ. Федераци бази пӗлтернӗ тӑрӑх, автомобиле 12 ҫулти ачи ячӗпе регистрациленӗ. Транспорт хатӗрӗ çинче 200 ытла ПДД пӑснă паллă пулнă. Йĕркене пăсакана икӗ административлӑ протокол панӑ, хӑйӗн айӑпне вӑл йышӑннӑ. Автомобиле штрафстоянка  вырнаҫтарнӑ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: видео скриншочӗ.

https://www.bashinform.ru/news/law/2023-07-08/v-bashkirii-zaderzhali-voditelya-narushivshego-pdd-236-raz-3332750

 

 

 

Пушкӑртра водителе тытса чарнӑ: вăл ПДД 236 хут пӑснӑ
Пушкӑртра водителе тытса чарнӑ: вăл ПДД 236 хут пӑснӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: