Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
8 Августӑн 2023, 13:10

Район пуçлăхĕ хамăр район боецĕсем патне кайса курнă

Боецсемпе тӗл пулни ӑшӑ лару-тӑрура иртнӗ.

Район пуçлăхĕ хамăр район боецĕсем патне кайса курнă
Район пуçлăхĕ хамăр район боецĕсем патне кайса курнă

Пишпÿлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов Самара облаҫӗнчи Рощинскинче пулнӑ, унта СВО зонине каякан боецсен слаживани пырать. Вӗсен хушшинче Пишпÿлек районӗнчи граждансем те пур. Артур Мухлисович хӑй мӗн курни-илтни ҫинчен каласа панă.

 

 — Ӗнер Рамиль Бадамшинпа пӗрле Рощинскинчи пирӗн ентешсене, СВО зонине каякан боецсене слаживани тăвакан пункт вырнаҫнӑ ҫӗре, кайса куртӑмӑр. Ҫакна вӗсем шӑпах передовоя каяс умӗн тума шутларăмăр. Пирĕн районтан чӗре чӗннипе ҫакӑн пек яваплӑ та тӗрӗс суйласа илнӗ тĕллеве 15 ҫын тунă. Боецсемпе тӗл пулни ӑшӑ лару-тӑрура иртрӗ. Вӗсене сывлӑх сунса, пирӗн районта пурӑнакансенчен посылкӑсем патăмăр. Салтаксен кӑмӑлӗсем ҫирӗп. Вӗсенчен кашниех пирӗн ҫӗршывӑн хӑрушсӑрлӑхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне тивӗҫтермелли ятарлӑ çар операцийĕ кирлине ӑнланать. Пирӗн пӗрлехи ҫӗнтерӗве тума кашниех мӗн кирлине тума хатӗр. Эпир те шанатпӑр, пирӗн пурте пулать! Сыхлӑр хăвăра!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Артур Зариповăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/arturzaripov74

 

 

Район пуçлăхĕ хамăр район боецĕсем патне кайса курнă
Район пуçлăхĕ хамăр район боецĕсем патне кайса курнă
Район пуçлăхĕ хамăр район боецĕсем патне кайса курнă
Район пуçлăхĕ хамăр район боецĕсем патне кайса курнă
Район пуçлăхĕ хамăр район боецĕсем патне кайса курнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: