Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
1 Сентябрӗн 2023, 18:30

Радий Хабиров СВО зонинче тӑракан Азат Бадрановӑн хӗрне пӗрремӗш класа илсе кайнӑ

Кун пирки республика Пуҫлӑхӗ соцсетьсенче каласа панӑ.

Радий Хабиров СВО зонинче тӑракан Азат Бадрановӑн хӗрне пӗрремӗш класа илсе кайнӑ
Радий Хабиров СВО зонинче тӑракан Азат Бадрановӑн хӗрне пӗрремӗш класа илсе кайнӑ

Кун пирки республика Пуҫлӑхӗ соцсетьсенче каласа панӑ. Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн юлташӗпе соратникне Азат Бадранова ҫакна тума сӑмах панӑ, хӑй сӑмахне пурнӑҫланӑ.
Радий Хабиров Асельпе унӑн ҫывӑх ҫыннисене уяв ячӗпе саламланă, унӑн ашшӗне: "Лӑпкӑн ĕҫле, ан кулян, эпир юнашарах. Пирӗн передовойри боецсемпе вӗсен ҫемйисемпе те пекех,"- тенӗ.

Республика Пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл пур муниципалитетсенче те пуҫлӑхсем пӗрремӗш класра вӗренекенсене – СВОна хутшăнакансен ачисене уйрӑм тимлӗх уйӑрма, пӗрремӗш класра вӗренекенсене ҫеҫ мар, пӗтӗм ҫемьесене пулӑшса тӑма хушнӑ.

Радий Хабиров республикӑри 528 129 шкул ачине пурне те лайӑх вӗренме, вӗсен педагогӗсене – ҫитӗнӳсем тума суннă, Пушкӑртра шкулсенче хӑтлӑ вӗренӳ пултӑр тесе нумай ӗҫлени, шкулсене юсани, пуянлатни, автобуссем туянни, талантсене пулӑшни ҫинчен аса илтернӗ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-09-01/radiy-habirov-otvel-doch-azata-badranova-kotoryy-nahoditsya-v-zone-svo-v-pervyy-klass-3415478

 

 

Радий Хабиров СВО зонинче тӑракан Азат Бадрановӑн хӗрне пӗрремӗш класа илсе кайнӑ
Радий Хабиров СВО зонинче тӑракан Азат Бадрановӑн хӗрне пӗрремӗш класа илсе кайнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: