#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин эрнекун, сентябрӗн 29-мӗшӗнче, Раҫҫей гражданӗсене 2023 ҫулхи октябрь-декабрь уйӑхӗсенче ҫар службине чӗнмелли указ ҫине алӑ пуснӑ. Тивӗҫлӗ документа право информацийӗн порталӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
Кӗрхи призыв октябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа декабрӗн 31-мӗшӗччен иртӗ, службӑна 18 ҫултан пуҫласа 27 ҫула ҫитнĕ РФ 130 пин гражданне чӗнсе илӗҫ.
Призывпа мероприятисене пурнӑҫлама РФ правительствине, ҫӗршыв субъекчӗсен ӗҫ тӑвакан органӗсене тата призыв комиссийӗсене хушнӑ.
"Ҫак указ ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кунран пуҫласа вӑя кӗрет", — тенӗ документра.
Сăнÿкерчĕкĕ: Новости РИА /Алексей Куденко.