Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
1 Нарӑсӑн , 11:48

Пирӗн сетьсем боецсен пурнӑҫне сыхлаччӑр

Маскировка сеткисем тӑвасси — йывӑр ӗҫ, вӑл ансат пек туйӑнать пулин те.

Пирӗн сетьсем боецсен пурнӑҫне сыхлаччӑр
Пирӗн сетьсем боецсен пурнӑҫне сыхлаччӑр

Маскировка сеткисем питӗ кирлӗ. Михайловка ялӗнче активистсем маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, вӗсем боецсене СВО зонинче ҫав тери кирлӗ. Гульназ Кириллова, Наталья Прокопьева, Людмила Родионова Хушăлка ялӗнче маскировка сеткисем ҫыхма вĕренмелли мастер-класа кайса килнĕ те хӑйсен ял клубӗнче маскировка сеткисем ҫыхмалли пункт йӗркеленӗ. Çак ĕçре чи кирли — сетка кармалли каркас. Ку тӗлӗшпе Александр Ивановпа Виктор Прокопьев — пысӑк чӗреллӗ арҫынсем пулӑшнă, вӗсем кирек мӗнле ыйтӑва та пурнăçлама килĕшеççĕ. 2023 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа Михайловкăра маскировка сеткисем тума тытӑннӑ. Клуб фойинче иртен пуҫласа каҫчен ӗҫ вӗреме пуҫланă. Ялти организацисенчен ушкӑнӑн-ушкӑнӑн çÿренĕ (больница, вӑтам шкул, шкул-интернат, ача сачӗ).

Маскировка сеткисем тӑвасси — йывӑр ӗҫ, вӑл ансат пек туйӑнать пулин те. Пирӗн хӗрарӑмсем килти ӗҫрен пушӑ вӑхӑтра кунне темиҫе сехет ӗҫлеҫҫӗ. Тӳрех явма пуҫлаймастăн, пир татӑкне хăюсем туса касса татмалла малтан, ҫак яваплӑ ӗҫпе Зинаида Петрова пурнăçланине палӑртатӑп, ҫакна тума вӑл ку ӗҫре питĕ кирлĕ инструмент — пахалӑхлӑ хачӑ туяннӑ. Мастер-класс илнӗ хӗрарӑмсем маскировка сеткисене, маскировка халачӗсене хӑйсем ҫыхма вӗреннӗ, ыттисене те вӗрентнӗ. Ҫапла вара волонтерсен яланхи ушкӑнӗ пулса тӑнӑ. Вӑр-вар, çамрӑк Вероника Рафикова, Гульназ Кириллова, Алена Загидуллина, Анна Стасенко, Залифа Ишманова, Мадина Ненашева, хастар та ҫӑмӑлскерсем, килти ĕçĕсене пӑрахса, пӗрре чӗннипех килеҫҫӗ. Ӑс-тӑнлӑ, йӗркеллӗ организатор Луиза Тихонова, виҫӗ Галина — Иванова, Мануилова, Савельева виҫӗ тантӑш — ҫулӗсене пӑхмасӑр, сетка явмалли кӑткӑс схемӑна хӑнӑхса ҫитрӗҫ, халӗ ӗнтӗ эпир ҫав тантӑшсем хутшӑнмасӑр пӗр сеткă те явмастпӑр. Кӑҫал сакӑр сеткă ӑсатрӑмӑр, пӗтӗмӗшле илсен, вӑтӑр сеткă турӑмӑр, юсарӑмӑр. Кӳршӗри Ăхпуç ялӗнчен Валентина Павлова, Лия Кириллова пулăшма килеҫҫӗ. Çапах та çав ялти Валентина Леонтьевана уйрӑмах тав тӑвас килет: вӑл пирӗн пата ҫул ункай машинӑсемпе, хӑш чухне ҫуран килет. Волонтерсен ушкӑнне Светлана Луговцова, Екатерина Гизетдинова, Наталья Иванова, Валентина Ерафеева, Валентина Архипова хутшăнчĕç. Валентина Григорьевана пула пирӗн клуб кирек хӑш вӑхӑтра та уҫӑ. Наталья Прокопьева яланах шӳтсемпе зарядка, ташӑ кӗввисем йӗркелет. Волонтерсем тӗрлӗ тӗслӗ пир-авӑрпа яваҫҫӗ. Ҫыхмалли, сеткăсем чечеклемелли вариантсен материалĕсемпе заказсем ҫулталӑк вӑхӑтӗнчен килеҫҫӗ. Сеткăсен тӗп тĕс гамми ландшафтпа килӗшсе тӑмалла, мӗншӗн тесен пӗр вырӑнта курӑк, тепӗр енче юр. Эпир СВОна хутшăнакансене тӗл пулма чӗнтӗмӗр, вӗсем пире тав турӗҫ.

Ҫавӑн пекех хамӑр ял ачисемпе тӗл пултӑмӑр, вӗсемпе калаҫу пулчӗ. Калаҫу икӗ енӗпе те лайӑх иртрӗ. Сӑлтавӗ пурин те тӗрлӗ: тахӑшӗн упӑшкине, пиччӗшне, тӑванне мобилизациленӗ, анчах пире пӗр шухӑш пӗрлештерет — пирӗн боецсене вӑйлӑ пулӑшу парасси. Сеткăсем ҫыхасси е гуманитари пулӑшӑвӗ пухасси — кашниех хӑйӗн чунӗн пӗр пайне пӗтӗмӗшле ӗҫе хывать. Эпир госпитальсем валли медикаментсем, газ баллонӗсем, утиялсем пухрӑмӑр тата ытти те. Пӗтӗм тăнăслăх, ырлӑх, ҫӗнтерӳ пирӗн пулатех.

Наталья ПРОКОПЬЕВА,

Михайловка ялĕ.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Наталья Прокопьева.

 

Пирӗн сетьсем боецсен пурнӑҫне сыхлаччӑр
Пирӗн сетьсем боецсен пурнӑҫне сыхлаччӑр
Пирӗн сетьсем боецсен пурнӑҫне сыхлаччӑр
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: