Пишпÿлек районӗнче "ИнформУИК" проект пырать.
Февралӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа мартӑн 7-мӗшӗччен участокри суйлав комиссийĕсен членӗсем, урӑхла каласан, обходчиксем, квартирпа ҫурт-йӗр обхочӗсем ирттереççĕ. Суйлав умӗнхи "перепись" тӗллевĕ регистрациленӗ суйлавҫӑсен списокне тӗрӗслесе тухасси, ăçта мĕнле майпа сасӑлама, килте сасӑлама заявка йышӑнасси, ыйтусем ҫине хуравласси.
Участокри суйлав комиссийӗсен членӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен тата халӑхпа ӗҫ мӗнле иртни ҫинчен Пишпÿлек районĕнчи ял хуçалăх управленийĕн тӗп специалисчӗ Айгуль Айратовна Нуриева каласа панă.
— Февралӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа пӗтӗм ҫӗршывӗпе участокри суйлав комиссийӗсен членӗсем Раҫҫей Президенчӗн пулас суйлавӗ ҫинчен суйлавҫӑсене адреслӑ информаци пама тытăннă. Пирӗн 1369-мĕш УИК Ситекпуçĕнче вырнаҫнӑ. Ялта 124 çурт. Эпӗ координатор пулатӑп, манпа пӗрле икӗ обходчик Инна Владимировна Никифорова тата Елена Александровна Федорова ĕçлеççĕ. Пирӗн тӗллев — кашни суйлавҫӑна пӗлтересси. Обход пынӑ чухне суйлавҫӑсене суйлава пыма чӗнусем паратпăр, сасӑламалли кунӗсем, вырӑнӗ тата вӑхӑчӗ ҫинчен, ҫавӑн пекех Раҫҫей Президенчӗн должноҫне йышăнма кандидатсем ҫинчен каласа паратпӑр. Кунсӑр пуҫне суйлавҫӑсен списокне кӗртнӗ ҫынсен хушаматне, ятне, ашшĕн ятне, хӑҫан ҫуралнине тата адресне тӗрӗслетпӗр, сасӑлав формисем ҫинчен пӗлтеретпӗр, информаци шайӗнче кӑсӑклантаракан пур ыйтусене те хуравлатпӑр. УИК членӗсемпе эпир икӗ кун хушшинче 78 кил-ҫурта ҫитсе куртӑмӑр. Кашни килте ҫынсем ӑшшӑн кӗтсе илеҫҫӗ, пурте ырӑ сунаҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ, — палӑртать Айгуль Айратовна.
Айгуль Нуриева 2023 ҫултанпа суйлав системине хутшăнать. Вӑл — 1369-мĕш участокри суйлав комиссийӗн секретарӗ, комисси йышне Пишпÿлек ял совечӗ суйланӑ.
Неля САБАХОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Неля Сабахова.