Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
5 Мартӑн , 10:32

Районти суйлавҫӑсене информацилесси мӗнле иртет?

Пишпÿлек районӗнче те, пӗтӗм ҫӗршыври пекех, "ИнформУИК" проект пурнӑҫланать.

Районти суйлавҫӑсене информацилесси мӗнле иртет?
Районти суйлавҫӑсене информацилесси мӗнле иртет?

Пире Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗ кĕтет. Пишпÿлек районӗнче те, пӗтӗм ҫӗршыври пекех, "ИнформУИК" проект пурнӑҫланать. Февралӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа мартӑн 7-мӗшӗччен участокри комиссисен членӗсем хваттерсем тата ҫурт-йӗрсем тăрăх обход ирттереҫҫӗ.

Обходчикӑн тӗллевӗ — суйлавҫӑсене сасӑлав меслечӗсем ҫинчен тата суйлав участокӗсем ӑҫта вырнаҫни ҫинчен каласа парасси. Суйлавҫӑсен списокне тӗрӗслеме тата пулас суйлав ҫинчен кирлӗ информацие пама май паракан мобильлĕ приложенипе усӑ кураҫҫӗ, ҫавӑн пекех ватӑ тата сахал мобиллĕ суйлавҫӑсен сӗнӗвӗсене шута илсе килӗнче сасӑлама май парать.

Суйлавҫӑсене адресра информацилесси мӗнле иртни ҫинчен Дюсян ялӗнчи "ИнформУИК" проекта хутшӑнакан каласа парать.

— Пирӗн тӗп тӗллев — граждансене пулас суйлав ҫинчен пӗлтересси. Пирӗн ялта 141 ҫурт. Пирӗн координатор Лилия Фаниловна Киямова, эпӗ тата Альфира Мансуровна Вахитова — обходчиксем. Манӑн мӗн пурӗ те хӗрӗх ултӑ кил кӑна, вӗсем тӑрӑх эпӗ обход тума тивӗҫ. Вӗсенчен вӑтӑр ултӑ ҫуртра пулнӑ ӗнтӗ. Суйлавçăсем ытларах ырӑ кӑмӑлпа йышӑнаҫҫӗ, суйлав кампанийӗ ҫинчен хамӑр каласа пама килнӗшӗн нумайӑшӗ савӑнаҫҫӗ, — каласа парать хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне 1371-мĕш УИК членӗ Зульфия Зуфаровна Хасанова.

Обходчик каланӑ тӑрӑх, ҫынсем пурте сасӑлама суйлав участокне килетпĕр тесе ытларах хуравлаҫҫӗ.

— Сасӑлама каясси вӑл пирӗн тивӗҫ, ҫӗршыв гражданӗсем пек. Ҫавӑнпа эпир пӗр суйлава та хутшăнмасăр ирттерместпӗр. Кун пек обходсем, паллах, кирлӗ, мӗншӗн тесен кашни ҫынӑнах суйлав участокне, уйрӑммӑнах ватӑ ҫынсен, кайма май çук, — палӑртать Дюсян ялӗнче пурӑнакан Зулейха Ахтямовна Фаритова.

Неля САБАХОВА.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Неля Сабахова.

Районти суйлавҫӑсене информацилесси мӗнле иртет?
Районти суйлавҫӑсене информацилесси мӗнле иртет?
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: