Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
27 Мартӑн , 10:00

Путин Раççей гвардеецĕсемпе ветеранӗсене РФ Наци гвардийӗн çарӗсен кунӗпе саламланă

#владимирпутин

Путин Раççей гвардеецĕсемпе ветеранӗсене РФ Наци гвардийӗн çарӗсен кунӗпе саламланă
Путин Раççей гвардеецĕсемпе ветеранӗсене РФ Наци гвардийӗн çарӗсен кунӗпе саламланă

#владимирпутин

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан Наци гвардийӗн çарӗсен кунӗпе Раҫҫей гвардеецӗсемпе ветеранӗсене саламланă.

"Хисеплӗ юлташсем, паян Раҫҫейре Наци гвардийӗн ҫарӗсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫар служащийӗсене, сотрудникӗсене, гвардин гражданла персоналне тата, паллах, ветерансене професси уявӗпе саламлама хавас. Сире паттӑрлӑхшӑн, Тӑван çӗршыва парӑннӑшӑн, мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисене пӑхӑнса тӑнӑшӑн, Раҫҫей суверенитечӗпе хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессине пысӑк тӳпе хывнӑшӑн чӗререн тав тӑвас тетӗп", — тенӗ вӑл.

Владимир Путин палӑртнӑ тӑрӑх, Росгварди пӗлтерӗшлӗ тата яваплӑ задачӑсене татса пама тӑрӑшать, ҫав шутра преступленисемпе, терроризмпа тата экстремизмпа кӗрешет, ҫавӑн пекех промышленноҫ, транспорт тата инфратытӑм объекчӗсене кӗртнӗ чи пӗлтерӗшлӗ стратеги объекчӗсене сыхлать тата хӳтӗлет. Унсӑр пуҫне вӗсем хӗҫ-пӑшал ҫаврӑнӑшӗн сферинче тухӑҫлӑ тӗрӗслеҫҫӗ.

"Сире ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, ҫемйĕрсене, тӑванăрсемпе ҫывӑх ҫыннăрсене чи ыррине сунатӑп. Уяв ячӗпе, Наци гвардийӗн ҫарӗсен кунӗпе", — вӗҫленĕ РФ Президенчӗ Владимир Путин.

 Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/73651/photos/75426

 

https://iz.ru/1672333/2024-03-27/putin-pozdravil-rosgvardeitcev-i-veteranov-s-dnem-voisk-natcionalnoi-gvardii-rf

 

 

Путин Раççей гвардеецĕсемпе ветеранӗсене РФ Наци гвардийӗн çарӗсен кунӗпе саламланă
Путин Раççей гвардеецĕсемпе ветеранӗсене РФ Наци гвардийӗн çарӗсен кунӗпе саламланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: