Çутă çул
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
6 Майӑн , 12:59

Макеевкӑра пурăнакан Маша хĕрачана Путин хушнипе йытӑ ҫури парнеленӗ

#владимирпутин

Макеевкӑра пурăнакан Маша хĕрачана Путин хушнипе йытӑ ҫури парнеленӗ
Макеевкӑра пурăнакан Маша хĕрачана Путин хушнипе йытӑ ҫури парнеленӗ

#владимирпутин
"Архангелы" подразделенийӗнчи летчиксене Раҫҫей ялавӗпе кӗтсе илме ҫӳрекен Донецкри Машăна Владимир Путин хушнипе йытӑ ҫури парнеленӗ, - пӗлтернӗ ДНР пуҫлӑхӗ Денис Пушилин.
"Пирӗн президент хушнипе эпир Сергей Кириенкопа иксӗмӗр Машăна йытӑ ҫури патӑмӑр, вӑл ăна питӗ ыйтнăччӗ", - тесе çырнӑ вӑл хăйĕн Telegram-каналĕнче.
Пушилин Машăн ашшӗ ҫар ҫынни пулнине, вӑл Донбаса 2015 ҫултанпа хӳтӗленине, хӗрача амӑшӗ — кил хуҫи пулнине палӑртнă.
Маларах пĕлтернĕ тăрăх, Макеевкӑра пурăнакан Маша "Архангелы" подразделенийӗн летчикĕсене Раҫҫей ялавӗпе кӗтсе илме çÿрени ҫинчен пӗлтернӗ. Пилотсем хӗрачана асӑрханӑ та аэродрома чӗннӗ, унта ӑна экскурси ирттернӗ, техника ҫинчен каласа панӑ. Маша Путинпа тӗл пулма ӗмӗтленни ҫинчен каланă, "мӗншӗн тесен вӑл чӑнкӑ".
Президентӑн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков Кремльте Машăна патшалӑх пуҫлӑхӗпе тӗл пулма май тупма тӑрӑшасси ҫинчен пӗлтернӗ.

https://ria.ru/20240505/devochka-1944015955.html

материалĕсем тӑрӑх.

 

Макеевкӑра пурăнакан Маша хĕрачана Путин хушнипе йытӑ ҫури парнеленӗ
Макеевкӑра пурăнакан Маша хĕрачана Путин хушнипе йытӑ ҫури парнеленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: