Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
8 Майӑн , 13:19

Владимир Путин Раҫҫей Президенчӗн должноҫне кӗнӗ

#владимирпутин

Владимир Путин Раҫҫей Президенчӗн должноҫне кӗнӗ
Владимир Путин Раҫҫей Президенчӗн должноҫне кӗнӗ


#владимирпутин
Майӑн 7-мӗшӗнче Мускавра, Кремльти Пысӑк керменре Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн инаугурацийӗ иртнӗ. Ку ҫӗршывӑн ҫӗнӗ историйӗнчи президентӑн саккӑрмӗш тата Владимир Путиншӑн пиллӗкмӗш инаугураци. Ҫапла вара паянтан пуҫласа 2030 ҫулччен тӑсӑлакан ҫӗнӗ президент срокӗ пуҫланать.
РФ Конституци сучӗн председателӗ Валерий Зорькин Владимир Путина присяга пама ыйтнӑ.
Патшалӑх пуҫлӑхӗ сылтӑм аллине Конституци ҫине хунă та присяга каланă:
"Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн полномочийӗсене пурнӑҫланӑ чухне ҫынпа гражданинӑн прависемпе ирӗклӗхне хисеплеме, Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине тытса тӑма, суверенитетпа никама пӑхӑнманлӑха, хӑрушсӑрлӑхпа тӗрӗслӗхе хӳтӗлеме, халӑха тӗрӗс служит тума тупа тӑватӑп".
Владимир Путин Раҫҫей Президенчӗн должноҫне кӗнӗ, патшалӑхӑн суйланӑ пуҫлӑхӗ правительство членӗсем, парламент, Конституци судйисем, влаҫӑн ытти представителӗсем, общество деятелӗсем умӗнче чаплӑ лару-тӑрура присяга панӑ.
Раҫҫей патшалӑх гимнӗ янӑранă, ҫав вӑхӑтра Кремльти президент резиденцийӗн куполӗ ҫийӗн патшалӑх пуҫлӑхӗн штандартне ҫӗкленĕ.
Инаугураци церемонийӗ хыҫҫӑн Раҫҫей Президенчӗ ҫӗршыв гражданӗсене чӗнсе каланӑ, чи малтан вӑл Раҫҫейри пӗтӗм регионсене, халӗ Тӑван çӗршывшӑн ҫапӑҫакансене пурне те чӗререн тав тунӑ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: http://kremlin.ru/
https://www.bashinform.ru/news/politics/2024-05-07/vladimir-putin-vstupil-v-dolzhnost-prezidenta-rossii-3757141

 

 

Владимир Путин Раҫҫей Президенчӗн должноҫне кӗнӗ
Владимир Путин Раҫҫей Президенчӗн должноҫне кӗнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: