Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
13 Июнӗн , 13:53

Пушкӑртра сывлăхĕ начар тӑлӑх ачасем бюджет шучӗпе çĕнĕрен вӗренме пултараҫҫӗ

Кун пирки регион Курултайӗн пресс-службинче пӗлтернӗ.

Пушкӑртра сывлăхĕ начар тӑлӑх ачасем бюджет шучӗпе çĕнĕрен вӗренме пултараҫҫӗ
Пушкӑртра сывлăхĕ начар тӑлӑх ачасем бюджет шучӗпе çĕнĕрен вӗренме пултараҫҫӗ

Ҫурхи сессин юлашки ларӑвӗнче Пушкӑрт Курултайĕн депутачӗсем тӑлӑх ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ ачасене социаллӑ пулӑшу парас енӗпе хушма гарантисем паракан саккун проектне пӑхса тухма шутлаҫҫӗ. Кун пирки регион Курултайӗн пресс-службинче пӗлтернӗ.
Пушкӑрт парламентӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, саккуна сывлӑхӗ начар тӑлӑх-турат ачасене социаллӑ хӳтлӗхе вӑйлатма туса хатӗрленӗ.
Тӗслӗхрен, сывлăх начартарах тӑлӑх ачасене республика бюджечӗн укҫи-тенки шучӗпе рабочисемпе служащисене хатӗрлемелли программӑсем тӑрӑх пӗр хутчен вӗрентме май пама сӗнеҫҫӗ. Ҫав саккунпах вӗренӳ тата ҫыру хатӗрӗсем туянма кашни уйӑхра пособи тӳлеме палӑртнӑ.
Тӳлевсен виҫипе йӗркине Пушкӑрт правительстви палӑртать.
https://www.bashinform.ru/news/politics/2024-06-13/v-bashkirii-deti-siroty-s-invalidnostyu-smogut-pereobuchitsya-za-schet-byudzheta-3807901

 

 

Пушкӑртра сывлăхĕ начар тӑлӑх ачасем бюджет шучӗпе çĕнĕрен вӗренме пултараҫҫӗ
Пушкӑртра сывлăхĕ начар тӑлӑх ачасем бюджет шучӗпе çĕнĕрен вӗренме пултараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: