#владимирпутин
Развожаев: Путин хушнипе Севастополе врачсемпе психологсем килнĕ.
Мускавран медицина специалисчӗсен бригади Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе Севастополе ҫитнӗ. Кун ҫинчен июнӗн 24-мӗшӗнче хула губернаторӗ Михаил Развожаев пӗлтернӗ.
Маларах Президент федераци органӗсене Севастополе кирлӗ пулӑшу пама тата Мускавран медиксен бригадине хулана яма хушнӑ.
"Халӗ 35 специалиста эпир хамӑрӑн больницӑсем тӑрӑх турттаратпӑр, ир тӗлне вӗсем шар курнисен сывлӑхне хаклӗҫ, пациентсен транспортпа усӑ курма кирлине тата май пуррине хак парӗҫ", — тенӗ Telegram-каналта Развожаев.
Пӗрлештернӗ бригада йышӗнче Федераци медицина центрӗн специалисчӗсем, РФ Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнса тӑракан учреждени врачӗсем, Мускав сывлӑх сыхлавӗн департаментне тата МЧС психологи специалисчӗсем килни ҫинчен пӗлтернӗ губернатор.
Сăнÿкерчĕкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/74365/photos/77108
https://iz.ru/1717107/2024-06-24/moskovskie-vrachi-po-porucheniiu-putina-pribyli-v-sevastopol