Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
6 Августӑн , 12:56

Ситекпуçĕнчи библиотека кӗнеке киле акци ирттернӗ

Мероприятие сывлăх начартарах ҫынсен ҫулталӑкне халалланӑ.

Ситекпуçĕнчи библиотека кӗнеке киле акци ирттернӗ
Ситекпуçĕнчи библиотека кӗнеке киле акци ирттернӗ

Ситекпуçĕнчи ял библиотеки "Сирӗн сывлӑхӑршӑн ырӑ канашсем" кӗнеке киле акци ирттернӗ, унăн тӗллевĕ сывлӑха сыхласси тата ҫирӗплетесси, сывлăх начартарах ҫынсене хӳтӗлесси шутланать.

Ҫак канашсене, сӗнӳсемпе пĕлÿсене пурне те акцине йĕркелекен библиотекарь килте йĕркеленĕ.

Кӗнекесенче вулакансем тӗрӗс апатланасси ҫинчен, сиенлӗ йӑласене пӗтересси ҫинчен, ҫыннӑн сывлӑхне мӗн пырса тивни ҫинчен усӑллӑ канашсем нумай тупӗҫ. Мероприятие сывлăх начартарах ҫынсен ҫулталӑкне халалланӑ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club202344480

 

 

 

Ситекпуçĕнчи библиотека кӗнеке киле акци ирттернӗ
Ситекпуçĕнчи библиотека кӗнеке киле акци ирттернӗ
Ситекпуçĕнчи библиотека кӗнеке киле акци ирттернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: