Кӗрешӳре пурте пӗрлешнĕ: хресченсем, уездри ҫынсем, боярсем, ҫак пӗрлӗх ҫӗнтерӳ кӳнӗ…
Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ умӗн Кистенлĕри ял Культура çуртĕнче
"Пӗрлӗхлӗ халӑх — пӗрлӗхлӗ патшалӑх" тематика программи иртнӗ, унта хутшӑнакансем ку дата историпе пуян пулнине пӗлнĕ. Вӑл XVII ӗмӗрте Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пыракан халӑх ополченийӗ Мускава поляк захватчикӗсенчен хӑтарнӑ вӑхӑтпа ҫыхӑннӑ. Кӗрешӳре пурте пӗрлешнĕ: хресченсем, уездри ҫынсем, боярсем, ҫак пӗрлӗх ҫӗнтерӳ кӳнӗ.
Тӑван çӗршыв ҫинчен "Раççей пӗрлӗхлĕ" викторина пĕлÿллĕ иртнĕ, праҫникӗн тӗп шухăшĕ эпир тӗрлӗ халӑх, социаллӑ лару-тӑру тата шухӑш-кӑмӑл енӗпе эпир пӗр ҫӗршыв гражданӗсем, ҫавӑнпа пӗрле пӗр тӗллеве пурнӑҫлама хатӗр пулнине пӗлнĕ. Ятарлă çар операцине хутшӑнакансене халалласа патриотла сӑвӑсемпе юрӑсем юрланă.
#День_народного_единства
#Кистенли_Богдановский_СДК
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.