#владимирпутин
Путин: алама сăмахсем (мат) — вырӑс чӗлхин пӗр пайӗ, анчах ҫыннӑн пӗтӗмӗшле культурине ӳстермелле.
Алама сăмахсем те вырӑс чӗлхин пӗр пайӗ шутланаççĕ, анчах этемӗн пӗтӗмӗшле культури пур, ӑна нумай ҫул-йӗрпе ӗҫлесе ӳстермелле, — пӗлтернӗ Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин РФ халӑхӗсен вырӑс чӗлхипе ытти чӗлхисене пулӑшас канаш пынӑ май.
"Нормативлӑ мар лексика текенни, алама сăмхсем — шел пулин те, пирӗн чӗлхен пӗр пайӗ, унран ниҫта та хӑтӑлма ҫук ... Этемӗн пӗтӗмӗшле культурипе ҫыхӑннӑ темле уйрӑм япаласем пур, калаҫура та, чӗлхере те вӑл питӗ уҫҫӑн палӑрать ... Апла пулсан, шел те, ку чӑнах та пысӑк ҫылӑх, пӗтӗмӗшле культурӑна ӳстерсе, паллах, чӗлхе культурине те, сӑмах культурине те ӳстермелле", — тенӗ Путин.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/75495/photos/79049
https://ria.ru/20241105/putin-1981994592.html
материалĕсем тӑрӑх.