Ноябрӗн 19-мӗшӗнче, ракета ҫарĕсемпе артиллери кунне паллӑ тунӑ май, Пишпÿлек районĕнчи ветеран-ракетчиксемшӗн асран кайми ӗҫ пулса иртрӗ. Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен паркӗнче Совет çарӗнче, Раҫҫей Федерацийӗн хальхи Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсенче тӗрлӗ ҫулсенче служит тунă мӗнпур ракетчиксене халалланă обелиск уҫнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие район администраци пуҫлӑхӗ Артур Мухлисович Зарипов, Пушкӑрт Республикин ҫар комиссарӗ Михаил Александрович Блажевич тата стратегилле пӗлтерӗшлӗ ракетӑсен ҫарӗн ветеранӗсен республика канашӗн председателӗ Анатолий Евгеньевич Балтинский (хӑй вӑхӑтӗнче район военкомӗнче ӗҫленӗскер), ҫавӑн пекех районти учрежденисемпе организацисен ветеранӗсем, районти ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, тӗрлӗ ҫарсен пӗрлешӗвӗсен ертӳҫисем, чикӗ ҫарĕсен ветеранӗсем, юнармеецсемпе патриотла "Мужество" клуб ачисем хутшӑннӑ. Пушкӑртăн ҫур ӗмӗр историйӗнче аллӑ пин ытла армеец ракета ҫарĕсенче службӑра тӑнӑ.
РФ Гимнӗн чаплӑ кӗввипе митинг уҫӑлчӗ. Ҫар мухтавӗн кунӗ ячӗпе район администраци пуҫлӑхӗ саламлӑ сӑмах тухса каларӗ. Артур Мухлисович активистсен ушкӑнне граждан позицийӗшӗн тата асӑну стели тума пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Тав ҫырӑвӗсем пачӗ. Ракета ҫарӗсем ҫӗршывӑн паянхи оборона пултарулӑхӗнче вырӑн йышӑнасси тата вӑрҫӑ хирӗнчи çар задачисене татса парасси ҫинчен ПР военкомӗ Михаил Блажевич сӑмах тухса каларӗ, вӑл районти обществӑлла пурнӑҫа хастар хутшӑнакан ракета ҫарӗсен ушкӑнне "Стратегилле пӗлтерӗшлӗ ракетӑсен ҫарӗнче службӑра пулнӑшӑн" паллӑпа наградӑларӗ. Стратегилле пĕлтерĕшлĕ ракетӑсен ҫарӗсен республикӑри ветеранӗсен организацийӗн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен ПР канаш председателӗ Анатолий Балтинский каласа пачӗ, вӑл стратегилле пӗлтерĕшлĕ ракетăсен çарĕн ветеранне, отставкӑри подполковника Мажит Музафарова тав ҫырӑвӗ пачӗ.
Обелиска уҫма Пишпÿлекри ракета ҫарӗсен ветеранӗсене Вячеслав Трофимовпа Сергей Михайлова ирӗк пачĕç. Стратегилле пĕлтерешлĕ ракетӑсен ҫарӗсен Гимнӗ янӑраса кайрӗ. Асӑнмалӑх стела умне чӗрӗ чечек хунӑ хыҫҫӑн, "Вперед, Россия!" юрӑ янӑрарĕ, ăна Ольга Данилова юрларĕ. Ҫурҫӗрти Кавказра тата вĕри точкăсенче пуçне хунă салтак-интернационалистсен стелисем умне те чӗрӗ чечексем хучĕç. Уяв пурте пĕрле асанмалăх сӑнӳкерчӗк ÿкнипе вӗҫленчӗ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.