Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Мускав облаҫӗн губернаторĕпе Андрей Воробьевпа тӗл пулнă. Кун пирки апрелӗн 8-мӗшӗнче Кремль сайтӗнче пӗлтернӗ.
Воробьев транспорт тата медицина сферисенче пысӑк проектсем, электроснабжение ҫӗнетмелли программа, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшмалли программăсем ҫинчен патшалӑх пуҫлӑхне пӗлтернӗ.
"Пирӗн "Защитники Отечества" фонд ӗҫлет, ман шутпа, лайăх ӗҫлет, мӗншӗн тесен эпир мӗнле те пулин проблемӑсем тӑрӑх илекен çăхавсене е ыйтусене тӑтӑшах татса паратпăр", — каласа панӑ губернатор.
Кремль пресс-службинче палӑртнӑ тӑрӑх, Путинпа Воробьев ӗҫлӗ тӗлпулӑвӗнче ҫавӑн пекех регионти волонтер ӗҫне тата шкул преподавателӗсене социаллӑ ипотекӑна субсидилессипе ҫыхӑннӑ пулӑшу мерисене сӳтсе явнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media/events/photos/
https://iz.ru/1867236/2025-04-08/putin-provel-rabochuiu-vstrechu-s-gubernatorom-moskovskoi-oblasti-vorobevym