#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Пушкӑртстанра пурӑнакансене хисеплӗ ятсем парасси ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑ. Документа РФ право информацийӗн официаллӑ порталӗнче пичетленӗ.
Наградӑсем кам илнӗ?
- Ирек Зарипов («Ленин» ӑратлӑ выльӑх-чӗрлӗх завочӗн генеральнӑй директорӗн ҫумӗ) — "РФ ял хуҫалӑх тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ".
- Валерий Коробов (кӗрешӳпе спорт шкулӗн тренер-преподавателӗ, Белорецк районӗ) — "РФ физкультура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ".
- Лариса Давыдова (Салаватри 1-мĕш гимнази директорӗ) - "Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ учителӗ".
Наградӑсене ял хуҫалӑх, спорт тата вӗренӳ аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн параҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Кремлĕн официаллӑ сайчӗ.