

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Патшалӑх автоинспекцийӗ панӑ водитель прависене пӑрахӑҫлас енӗпе майсем анлӑланакан саккуна алӑ пуснӑ. Вӑл 2027 ҫулхи мартăн 1-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ. ГАИ черетсӗр медтӗрӗслев хыҫҫӑн транспорт хатӗрне тытса пыма хирӗҫленӗ водительсенчен удостоверенисене срокчен чӗнсе илме тивӗҫлӗ.
Саккун вӑя кӗрсен автомобилиста диспансеризаци тата медосмотр вӑхӑтӗнче черетсӗр тӗрӗслеве яма пултарӗҫ. Ӑна виҫӗ уйӑх тăршшĕнче иртмелле, ҫак вӑхӑт хушшинче водителӗн автомобильпе ҫӳреме ирӗк юлать, анчах пымасан правасене пӑрахӑҫлаттарать.
Сӑнÿкерчӗкĕ: Айрат Нурмухаметов (фотобанк).