

Пишпÿлек районӗ Ермекей районӗнчен «Хӑюлӑхпа чыслӑх ялавӗ» марафон эстафетине йышӑннă. Ялавсене парас церемони июлӗн 21-мӗшӗнче Ҫӗнтерӳ паркӗнче иртнĕ. Тӗлпулӑва Юнарми ачисем, Шаймуратов класӗсенче вӗренекенсем, ветерансем тата районти сӳрӗк мар кӑмӑллӑ ҫынсем хутшӑннă. Пухӑннисем умӗнче район Канашӗн секретарӗ Вадим Булатов, ҫар комиссарӗ Салават Абдуллин, Ермекей район администрацийӗн представителӗ Ирина Рахматуллина сăмах каланă. Пулӑмӑн пӗлтерӗшне палӑртса вӗсем ҫак кун малашне пысӑк тата пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑн пуласлӑхӗшӗн явап тытма тивекен Пишпÿлек районĕн ҫамрӑксен асӗнче вăраха юласса шаннине палӑртнă.
Палӑртса хӑварар: «Хăюлăхпа чыслӑх ялавӗ» марафон февралĕн 23-мӗшӗнче Уфара Шаймуратов генерала асӑнса лартнӑ мемориал умӗнче пуҫланнӑ. Пушкӑртстанри ятлӑ подразделенисен ялавӗсем республикӑри кашни района ҫитсе декабрĕн 9-мӗшӗнче Уфана таврӑнĕç.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.