Ҫак кунсенче хӑйӗн 95 ҫулхи юбилейне Алексеевка ялӗнче пурӑнакан Петрова Анна Максимовна ҫемьери ӑшӑ ушкӑнра, тӑрӑшулӑхпа тимлӗхре паллӑ тунă. Именниницӑна саламлама Пишпÿлек ял тăрăх пуҫлӑхӗ А.А. Семенов тата Пишпÿлек районӗн Канашӗн депутачӗ С.К. Михайлов килнĕ. Вĕсем саламласа ӑшӑ сӑмах нумай каланă, парнесем панă.
Аса илтеретпӗр: пӗлтӗр Анна Максимовна боецсем, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли пилӗк мӑшӑр ӑшӑ нуски ҫыхнӑ. Чун хавалӗпе ялан хаваллӑ,
Анна Максимовна вӑрҫӑ йывӑрлӑхне лайăх пӗлет, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин йывӑрлӑхне вӑл хӑйӗн ача хулпуҫҫийӗ ҫинче чӑтса ирттернӗ-ҫке. Анчах паян та вӑл лӑпкӑ ҫывӑрмасть, мӗншӗн тесен унӑн мӑнукӗ, офицер, малтанхи кунсенчех СВОра.
Сире, хисеплĕ Анна Максимовна, чи ҫирӗп сывлӑх, пуҫ тӑрринче тӑнӑҫ тӳпе, чун ӑшши тата вӑрӑм кун-ҫул сунатпăр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял Совечĕн социаллă сетьри страницинчен.