Пишпÿлек ялӗн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ микрорайонӗнче Г.Романов урамĕнче ача-пӑча тата спорт площадки валли ҫӗр лаптӑкне планлас ӗҫ пуҫланнă. Ял тӑрӑхӗнчи трактористсем Алексей Николаев экскаваторпа Сергей Миронов грейдерпа ача-пӑча комплексӗ валли виҫӗ лаптӑка тикӗслеҫҫӗ. Волейбол тата мини футбол валли. Аса илтеретпӗр, ача-пӑча площадки валли оборудование «Единая Россия» ВППăн чӑн ӗҫӗсем программӑпа туяннӑ. Асӑннӑ микрорайонта пурӑнакансемпе спонсорсем те айккинче юлман, вӗсем карта тытма тата хушма оборудовани вырнаҫтарма укҫа-тенкӗ пухаҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял Совечĕн социаллă сетьри страницинчен.