Кистенлӗ ялӗнчи Яна Иванова водитель удостоверенине илмешкӗн экзаменсем тытма хатӗрленет.
Ку факт тавлашусӑр: юлашки икӗ вунӑ ҫуллӑхра пур ҫӗрте те хула хутлӑхӗнче те, ял хутлӑхӗнче те автомобиль юхӑмӗ палӑрмаллах ӳснӗ. Харпӑр ҫӑмӑл автомобильпе пур ҫӗрте те ҫӳресси йӑлана кӗнӗ. Автомобиль халӗ капӑрлӑх мар, куҫса ҫӳремелли хатӗр. Анчах чи пӗлтерӗшлӗ улшӑну вӑл- тĕнчен илемлӗ пайӗ автомобильпе ҫӳрессипе массӑллӑ кӑсӑкланни. Паян водитель ларкӑчӗ ҫинче ларакан хӗре курсан никам та тӗлӗнмӗ.
— Кӑҫалхи июнӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа «Автолюбитель» автошкулта «В» категориллӗ водитель удостоверенине илме вӗренетӗп, - тет кӗске интервью пама килӗшсе, пӑркӑчне маларах ҫутса ҫул хӗррине тӑрса тирпейлӗн те тикӗссӗн чарӑнса илемлӗ хӗр Яна. - Эпӗ Кистенлӗ ялӗнчен. Эпӗ вун сакӑр ҫул тултартӑм. Шкул пӗтерсен тӳрех Пелепейри медицина колледжне вӗренме кӗтĕм. Тӑваттӑмӗш курса куҫрӑм, ҫавӑнпа ҫулталӑкран вӗренсе пӗтерсе медицина сестрин дипломне алла илетӗп. Медицина - манӑн чун туртни. Автомобильпе ҫӳресси вара-хобби.
Янӑн ашшӗн «Фольксваген-пассат» харпӑр ҫӑмӑл автомобилĕ пур. Вӑл саккӑрмӗш класранпах ҫак ҫӑмӑл автомобильпе ҫӳреме вӗреннӗ. Ҫакна ӑна ашшӗ Александр Юрьевич вӗрентнӗ. Ҫитӗнсе ҫитсен вара Яна саккунлӑ правапа водитель удостоверенине илме, ҫула май транспортпа унта-кунта ҫÿремессе, хӑй тӗллӗн автомобильпе Пелепее вӗренме ҫӳреме ҫирӗп шут тытнӑ.
— «Автолюбитель» автошкулта, чи малтанах, компьютерти билетсемпе ҫул-йӗр правилисене пама тӑрӑшса хатӗрленетӗп, - тет Яна Иванова. - Практика пайӗнчен хӑрамастӑп эпӗ. Анчах автомобиле нимӗнле йӗркене пӑсмасӑр ҫӳретме вӗренмелле-ха. Кунта пысӑк практика кирлӗ. Ҫул йӑнӑшсене каҫармасть вӗт. Паян мана ҫакна автошкулӑн опытлӑ инструкторӗ Наиль Салаватов вӗрентет. Наиль Ахметгалиевич автомобильсен тӗрлӗ маркисемпе ҫур ӗмӗр ӗҫленӗ стажлӑ, ҫул-йӗр паллисене ӑнланма, ҫул-йӗр ҫинче ҫирӗп дисциплинӑна пӑхӑнма тата иртсе кайнӑ чухне тимлӗ пулма, пынӑ чухне дистанцие тытса пыма йӗркеллӗ те пӗлсе вӗрентет. Машинӑпа ҫӳреме пирӗн Пелепей урамӗсенче экзамен тытмалла, унта автомобильсен юхӑмӗ пирӗн район центрӗнчинчен темиҫе хут вӑйлӑрах. Пишпÿлек урамӗсемпе автошкул автодромӗнче ҫӳрессин теорийӗпе практикине инструкторсем лайӑх шайра вӗрентеҫҫӗ. Мӗн кирлине пурне те паратӑпах, часах автомобильпе хам тӗллӗн ҫӳрӗп. Эпӗ мораль тата психологи тӗлӗшӗнчен ҫакна тума хатӗр ӗнтӗ.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир Смолов.