Патшалӑх ялавӗн кунӗ — питӗ пӗлтерӗшлӗ уяв. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ялав — Раҫҫей цивилизацийӗн пур представительне те ӗненӳпе национальноҫа пӑхмасӑр пӗрлештерсе тӑраканни. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пӗрре мар палӑртнӑ: пирӗн вӑй — шӑпах тӗрлӗ енлĕхре. Триколор та — пирӗншӗн пуриншӗн те паллӑ япала.
Анчах та халӗ Раҫҫей ялавӗ патшалӑх шутне кӗмелли маркер кӑна мар. Вӑл чылай тарӑнрах пӗлтерӗшсене сӑнарлать. Шӑпах ун айӗнче пирӗн боецсем пуҫне ҫӗкленӗ нацизмпа ҫапӑҫаҫҫӗ.
Шурӑ тӗс – тӑнӑҫлӑхпа тасалӑха, кӑвак тӗс – ӗненӳпе шанчӑклӑха, хӗрлӗ тӗс вӑй-халпа паттӑрлӑха пӗлтерет. Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкулта вӗренекенсем Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Ялавӗн кунне уявланӑ ятпа ирттернӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «#ЦветаРодины» акципе килӗшӳллӗн, мероприятисене хутшӑннă.
#СимволНарода
#ДвижениеПервых
#Росдетцентр
#НавигаторыДетства
#ФлагРоссии
#ВместеМыСила
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.