Ситекпуçĕнче Патриот паркӗнче храм тӑвас ĕç хӗрӳ пырать. Стенисене хӑпартнă, умра ҫивитти тӑвасси, куполпа хӗрес лартасси. Тавах Раиса Васильевна Никифорована стенасем валли материалсем илнĕшĕн тата храм стенисене хӑпартнӑшӑн тӳленӗшӗн. Храм валли купол туянма Киров ячĕллĕ СХПКна укҫа-тенкӗ уйӑрнӑшӑн тавтапуç. Укҫа-тенкӗпе пулӑшнӑшӑн пур ҫынна та тав. Пӗрлехи вӑйпа пур халӑхӑн та ӗмӗчӗ пурнӑҫланать.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял Совечĕн социаллă сетьри страницинчен.