Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Общество
18 Сентябрӗн 2025, 07:36

Путин правительствӑпа администрацие ҫӗнӗ тӳрӗ лини хатӗрлеме хушнӑ

#владимирпутин

Путин правительствӑпа администрацие ҫӗнӗ тӳрӗ лини хатӗрлеме хушнӑПутин правительствӑпа администрацие ҫӗнӗ тӳрӗ лини хатӗрлеме хушнӑ
Путин правительствӑпа администрацие ҫӗнӗ тӳрӗ лини хатӗрлеме хушнӑ
 
#владимирпутин
Раҫҫей ертӳҫи Владимир Путин сентябрӗн 17-мӗшӗнче РФ правительствине тата президент администрацине (АП) ҫӗнӗ тӳрӗ лини хатӗрлеме хушнӑ.
«Ҫак проект актуаллӑхне шута илсе администрацине [президентăн] тата РФ правительствинчи ӗҫтешсене черетлӗ тӳрӗ линие хатӗрленме ыйтатӑп», — тенӗ вӑл правительство членӗсемпе ирттернӗ канашлура.
Путин тӳрӗ лини формачӗ нумай ҫул тăршшĕ хӑйӗн çивĕчлĕхĕпе пӗлтерӗшне ҫухатманни ҫинчен хушса каланӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, проекта ҫӗршыв гражданӗсенчен чӗрӗ хурав илме палӑртнӑ, вӑл Раҫҫей ҫыннисен ыйтӑвӗсене чи ҫивӗч ыйтусене тата татса памалли ҫул-йӗре тупса палӑртма пулӑшать.
«Кун пек ӗҫ усӑллӑ, кирлӗ тата вӑхӑтлӑ пулнипе никам та тавлашмӗ тесе шухӑшлатӑп», — тесе вӗҫленӗ президент.
Сăнÿкерчĕкĕ: http://static.kremlin.ru/media/events/photos.
 

 

Путин правительствӑпа администрацие ҫӗнӗ тӳрӗ лини хатӗрлеме хушнӑ
Путин правительствӑпа администрацие ҫӗнӗ тӳрӗ лини хатӗрлеме хушнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас