

Сентябрӗн 19-мӗшӗнче, кӗрхи чаплӑ кун Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта «Пушкӑртстан тути» ыр кӑмӑллӑх ярмӑркки иртнӗ, унта 1-11-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑннă.
Ачасем хӑйсем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем, аслашшӗ-асламӑшӗсем тӑрӑшнипе сӗтелсем пӗҫернипе, тӑварланипе, варенипе, улма-ҫырлапа, пахча ҫимӗҫпе тулӑхран хуҫӑлса анас пек ларнă.
Чаплӑ фотозонăсем, вӑйӑ-кулӑ валли кӑсӑк шухӑшсем йӗркеленӗ. 3 «а» класс ашшӗ-амӑшӗсем уяв концерчӗ те ирттернӗ. Ярмӑрккӑна хутшӑнакансем пурте ырӑ туйӑмсен авӑрне лекнĕ, вӑхӑта хаваслӑ ирттернĕ.
Шкул ярмӑрккине ирттерме хутшӑннисене пурне те тав тӑвас килет.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210652587