

2025 çулхи сентябрĕн 21-мĕшĕнче Ситек ялӗнчи икӗ ял масарӗн территорийӗсенче субботник иртнӗ, ялти сÿрĕк мар кăмăллă 30 ытла ҫынна пӗрлештернӗскер. Хастар граждансем хӑйсен ӗҫӗсене кая хӑварса ял ҫыннисене пытармалли вырӑна йӗркене кӗртме, мӑн асаттесене хисеплеме пухӑннă. Ҫынсем хӑйсем каланӑ тӑрӑх, Ситекре кун пек йышлӑ та туслӑ субботник тахҫантанпах пулман. Мероприятие ял старости Иван Кириллович Григорьев, Çирĕклӗ ял Совечӗн пуҫлӑхӗ Людмила Ивановна Романова пуҫарса йӗркелесе пынă.
Ҫынсем пурте ӗҫе хастар пикеннĕ. Вӗсем масар территорине курӑкран, тӑкӑннӑ ҫулҫӑсенчен, пухӑннӑ ҫӳп-ҫапран тасатнӑ. Килӗштерсе ӗҫленипе тата пӗр-пӗрне пулӑшнипе пухнӑ ҫӳп-ҫапа турттарас ыйтӑва хӑвӑрт татса пама май килнӗ. Ял совечӗ ҫӳп-ҫап турттарма урапаллӑ трактор панă. Кивӗ масарта тирпейлесе пӗтерсен чи яваплисем тури масара хӑпарнă. Кунта та масар ӑшӗнче тата ун ҫывӑхӗнчи территорире те ҫавнашкалах ҫулнӑ. Ӗҫ виҫӗ сехет ытла вӗренӗ. Ентешсем пурте вӑй-халне шеллемесӗр тулли кӑмӑлпа тӑрӑшнӑ.
- Пирӗн пурин те хамӑр ял ҫыннисене, мӑн асаттесене асӑнса таса пурӑнмалла. Ҫавӑнпа та масара таса та йӗркеллӗ тытасси — халӗ пурӑнакансен тӳрӗ тивӗҫӗ, - палӑртнă ялти субботниксене хастар хутшӑнакансенчен пӗри Леонид Владимирович Алексеев. Масарсене тасатса тирпей-илем кӗртес мероприятие хутшӑннӑшӑн пурне те тав.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕ ял Совечĕн социаллă сетьри страницинчен.