Çутă çул
+22 °С
Ҫумӑр
Общество
24 Сентябрӗн 2025, 05:27

Ача садĕнче Пӗтӗм тӗнчери МИР кунне паллă тунă

Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн ачисем уяв историйӗпе паллашнă, вӑрҫӑ ҫыннисене мӗн чухлӗ инкек илсе килнине, миршӗн кӗрешесси Çӗр планетӑри кашни ҫыннӑн ӗҫӗ пулнине пӗлнĕ.

Ача садĕнче Пӗтӗм тӗнчери МИР кунне паллă тунăАча садĕнче Пӗтӗм тӗнчери МИР кунне паллă тунă
Ача садĕнче Пӗтӗм тӗнчери МИР кунне паллă тунă

 

Пӗтӗм тӗнчери МИР кунӗ. Ӑна пирӗн пӗтӗм пысӑк планета ҫинче, пур континентра, пур ҫӗршывра та паллӑ тӑваҫҫӗ.

Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн ачисем уяв историйӗпе паллашнă, вӑрҫӑ ҫыннисене мӗн чухлӗ инкек илсе килнине, миршӗн кӗрешесси Çӗр планетӑри кашни ҫыннӑн ӗҫӗ пулнине пӗлнĕ. Ачасем кӑвакарчӑнсем ӑсталанă, тӗнче ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсем итленĕ.

Тӗнчене, туслӑха ӑнланнине ачасем тăнăçлăх символне — шурӑ кӑвакарчӑна ӑсталассинче кӑтартса панӑ. Кӑвакарчӑна тӑнӑҫлӑх символӗ тесе ахальтен суйламан. Ҫакӑн валли никӗсӗ Библири легенда пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ, ун чухне пӗтӗм тӗнчери шыв-шур хыҫҫӑн Ной карапӗ ҫине кӑвакарчӑн олива турачӗ илсе пынӑ — Турӑ ҫынсемпе килӗшнине пӗлтерекен паллӑ пулнă.

Пӗтӗм тӗнчере тӑнӑҫлӑх пултӑр!

#деньзаднем
#УлыбкаБижбуляк

 

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club218299771

 

Ача садĕнче Пӗтӗм тӗнчери МИР кунне паллă тунă
Ача садĕнче Пӗтӗм тӗнчери МИР кунне паллă тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас