

#владимирпутин
«Пӗтӗм республика ятӗнчен Раҫҫей Президентне Владимир Владимирович Путина ҫуралнӑ кунпа саламлатӑп, — тесе ҫырнӑ соцсетьсенче республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров. — Патшалӑх пуҫлӑхне пирӗн республикӑна тимлӗх уйӑрнӑшӑн тав тӑватӑп. Пушкӑртстан ӑна пулӑшнине яланах туять. Ӑна пула эпир пысӑк инфратытӑм проекчӗсене пурнӑҫа кӗртетпӗр, хамӑр ҫынсемшӗн чи кирлӗ стройкӑсене пуҫарса вӗҫлетпӗр. Малалла ҫирӗппӗн утатпӑр.
Ҫакӑн пек вӑйлӑ ертӳҫӗ ертсе пынипе ӗҫлеме чыс тунӑшӑн мӑнаҫланатӑп. Республика яланах Раҫҫейӗн шанчӑклӑ тӗрекӗ пулнӑ, яланах ҫапла пултӑр тесе эпир пурне те тӑвӑпӑр».