Пирӗн тӑван Пушкӑртстан октябрӗн 11-мӗшӗнче Республика кунне паллӑ тӑвать!
Ҫак уяв умӗн Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачĕн шкула хатӗрленекен тата аслӑ ушкӑнсенче Республика кунне халалланӑ уяв утренникӗсем иртнĕ.
Утренник вӑхӑтӗнче ачасем республика символики, чечексемпе эмблемӑсен пӗлтерӗшӗ ҫинчен пӗлӗвне ҫирӗплетнĕ, Пушкӑртстан гимнне мӑнаҫланса итленĕ.
Уяв тӑршшӗпе пӗчӗккисем тӑван ҫӗршыв ҫинчен юрӑсем юрланă, сӑвӑсем каланă, халӑх ташшисене ташланă, вӑйӑсене хастар хутшӑннă.
Кӗркуннепе Республика кунӗ ачасемшӗн тӑван тӑрӑхăн чӑн-чӑн пултарулӑх, савӑнӑҫ тата мӑнаҫлӑх уявӗ пулса тӑнă!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.