Кӑҫал октябрӗн 10-мӗшӗнче пирӗн республикӑра Пушкӑртстанӑн чи ҫутӑ символӗсенчен пӗрне халалланӑ Курай кунне пӗрремӗш хут паллӑ тӑвӗҫ. Ӑна 2024 ҫулта регион Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хушнипе пушкӑрт наци инструментне сыхласа хӑварма тата сарма çирĕплетнĕ. Курай чечекӗ - туслӑх палли, унӑн шурӑ йӗр варринче вырнаҫнӑ ҫичӗ ҫеҫки халӑхсен пӗрлӗхне пуҫарса янӑ ҫичӗ йӑха пӗлтерет. Курая пушкӑртсен эпосӗсенче, юмахӗсемпе легендисенче час-часах асӑннӑ, вӑл Пушкӑртстан символӗсенчен пӗри. Тростник чечекне пирӗн Республика гербӗпе ялавӗ ҫинче сӑнлани ахальтен мар.
Октябрӗн 9-мӗшӗнче Кистенлӗри ял библиотекинче Курай кунне халалланӑ мероприяти иртнӗ. Библиотекарь Н.В. Иванова ачасене курай ҫинчен тата курай мӗнле пулса кайни ҫинчен халап каласа панă. Мероприяти вӗҫӗнче ачасем валли викторина ирттернӗ.
#ДеньКурая2025 #Курай
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлӗри ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.