Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
28 Октябрӗн , 10:18

Путин энергетиксен рекламин правилисене хытатасси ҫинчен саккуна алӑ пуснӑ

#владимирпутин

Путин энергетиксен рекламин правилисене хытатасси ҫинчен  саккуна алӑ пуснӑ
Путин энергетиксен рекламин правилисене хытатасси ҫинчен саккуна алӑ пуснӑ

#владимирпутин

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин алкогольсăр тонизацилекен шӗвексен рекламине, ҫав шутра энергетиксене те, йӗркене кӗртессине вӑйлатакан саккуна алӑ пуснӑ. Тивӗҫлӗ документа октябрĕн 27-мӗшӗнче право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче пичетленӗ.

Саккун «Реклама çинчен» саккунра ҫӗнӗ нормӑсене ҫирӗплетет, унпа килӗшӳллӗн «тонизацилекен шӗвексен реклами кашни тӗслӗхре вӗсене ытлашши ĕçнин сиенӗ пирки асӑрхаттарнипе пӗрле пулмалла».

Радиорекламӑра асӑрхаттару виҫӗ ҫеккунтран кая мар, телерекламӑра тата кино - тата видеосӑнав вӑхӑтӗнче пилӗк ҫеккунтран кая мар илтӗнмелле. Кун пек чухне текстлӑ асӑрхаттару кадр лаптӑкӗн е реклама лаптӑкӗн 7 процентран кая мар йышӑнмалла.

Унсӑр пуҫне саккун рекламӑра тонизацилекен шӗвексенче биологи тӗлӗшӗнчен активлӑ хутăшсемпе витаминсем пуррине кӑтартма чарать, кун пек пӗтӗм рекламӑна ҫул ҫитменнисем патне ямалла мар.

https://iz.ru/1979899/2025-10-27/putin-podpisal-zakon-ob-uzhestochenii-pravil-reklamy-energetikov

 

 

Путин энергетиксен рекламин правилисене хытатасси ҫинчен  саккуна алӑ пуснӑ
Путин энергетиксен рекламин правилисене хытатасси ҫинчен саккуна алӑ пуснӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас