Ноябрӗн 4-мӗшӗнче пӗтӗм Раҫҫей Халӑх пӗрлӗхӗн кунне паллӑ тӑвать. Ку вӑл - иртнипе паянхине тата пуласлӑха пӗрлештермелли, пирӗн пысӑк ҫӗршыври мӗнпур ҫынна пӗр-пӗрне, хамӑр тӑрӑха, Раҫҫее юратса пӗрлештермелли кун.
Ҫак уяв умӗн Хушăлкари ача садӗнче тата вăтам шкулта патриотла воспитани парас тӗллевпе тематика мероприятийӗсем иртнĕ: «Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ: халӑхсен туслӑхӗ» пӗлӳ занятийӗсем, «Халӑхсен туслӑ вӑйӑ карти» куравсем.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.