Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
4 Ноябрӗн , 09:08

Ноябрӗн 4-мӗшӗ - Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ

Пишпÿлек районӗн хисеплӗ ҫыннисем! Сире пӗтӗм чунтан Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлатпӑр!

Ноябрӗн 4-мӗшӗ - Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ
Ноябрӗн 4-мӗшӗ - Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ
 
Пишпÿлек районӗн хисеплӗ ҫыннисем!
Сире пӗтӗм чунтан Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлатпӑр!
Раҫҫей - пуян историллӗ, ҫутӑ культурӑллӑ, чаплӑ ҫитӗнӳсемпе  паттӑрлӑхсемлӗ хӑйне евӗрлӗ ҫӗршыв. Ҫакă пурте пирӗн нумай нациллӗ тата  халӑхӑн пӗрлехи еткерлӗхӗ пулса тӑраҫҫӗ.
Йӑх-несӗлне, тӗн шухӑш-кӑмӑлне, политика шухӑш-кӑмӑлне пӑхмасӑр, пире пӗр япала пӗрлештерет - тӑван ҫӗршыва чунтан парӑнни, унӑн аталанӑвӗпе ырлӑхне тивӗҫтерме тӑрӑшни. Истори кӑтартнӑ тӑрӑх, шӑпах тӗрӗслев саманчӗсенче эпир хамӑр вӑя кӑтартатпӑр, пӗрле пухӑнса ҫӗршыва хӳтӗлеме хатӗр. Паян эпир пурте Раҫҫей суверенитетне хӳтӗленӗ чухне пирӗн пӗр шухӑшлӑ пулма, пӗр-пӗрне пулӑшма хатӗр пулни мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине тепӗр хут ӗненетпӗр. Шанса тӑратпӑр, пирӗн пӗрлӗх — ятарлӑ ҫар операцийӗн тӗллевӗсене пурнӑҫламалли никӗс.
Хисеплӗ ентешӗмӗрсем, сире пурнӑҫри хастар позицишӗн тата патриотизма ҫирӗплетме тӳпе хывнӑшӑн чун-чӗререн тав тӑватпӑр. Сире тата сирӗн ҫемьесене таса чӗререн ырӑ сывлӑх, ҫемье ӑшшине, пур ӗҫӗрте те килӗшӳлӗхпе ӑнӑҫу сунатпӑр. Мирлӗ тӳпе пултӑр пирӗн ҫийĕн! Уяв ячӗпе!
Район Совечĕн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администраци пуҫлӑхӗ А.М. ЗАРИПОВ.
 
 
 
 
 
 
Ноябрӗн 4-мӗшӗ - Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ
Ноябрӗн 4-мӗшӗ - Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас