Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
10 Ноябрӗн , 09:18

Шалти ӗҫсен органӗсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр

Шалти ӗҫсен органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем! Хаклӑ ветерансем! Сире професси уявӗпе чун-чӗререн саламлатпӑр!

Шалти ӗҫсен органӗсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр
Шалти ӗҫсен органӗсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр
 
Шалти ӗҫсен органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем! Хаклӑ ветерансем!
Сире професси уявӗпе чун-чӗререн саламлатпӑр!
Право хуралӗн органӗсенче ӗҫлени чăннипе те чи кӑткӑс та яваплӑ профессисенчен пӗри шутланать. Вӑл кашни сотрудникран чи пысӑк кӑмӑл-сипет пахалӑхӗсене, саккунсене тарӑн пӗлнине тата ҫынсем ҫине тимлӗ пӑхнине ыйтать. Полицейскисем кунӗн-ҫӗрӗн хӗсметре тӑраҫҫӗ, час-часах харпӑр вӑхӑтне шеллемеҫҫӗ, граждансен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн хăйсен пурнăçне хӑрушлӑха лекеҫҫӗ. Ҫакӑншӑн эпир питӗ хисеплетпӗр, тав тӑватпӑр.
Шалти ӗҫсен органӗсен хальхи ӗҫченӗсемпе ветеранӗсем - хӑйсен пурнӑҫне саккуна пӑхӑнса право йӗркине тытса пырассине халалланӑ ҫынсем. Эсир ӗҫ ҫине мӗнле пӑхни, йӑла-йӗркене пӑхӑнни тата яланах пулӑшма хатӗр пулни пысӑк хисеп кӳрет. Сире тӳрӗ те паттӑр службӑшӑн чӗререн тав тӑватпӑр!
Сирӗн ҫемьесем сывӑ та чипер пулччӑр, сирӗн ҫийӗрти тӳпе тӑнӑҫ пултӑр, служба лӑпкӑ ирттӗр. Сире телей, ӑнӑҫу тата професси ҫитӗнӗвӗсем сунатпӑр!
Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администраци пуҫлӑхӗ А.М. ЗАРИПОВ.
 
 
Шалти ӗҫсен органӗсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр
Шалти ӗҫсен органӗсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр
Автор: Марина Иванова
Читайте нас