Республика ертӳҫи правительство членӗсемпе муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене пурне те ҫыхӑнура пулма ыйтнă.
Ноябрӗн 11-мӗшӗнче, 19.00 сехетре Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗпе ҫулленхи Тӳрӗ лини пулать. Кун пирки Радий Хабиров правительствӑн оперативлӑ канашлӑвӗнче аса илтернӗ.
- Чылай ыйту килнӗ ӗнтӗ. Ҫакӑн пек вӑрӑм истори, эпӗ пур ыйтусене май килнӗ таран хуравлама тӑрӑшӑп. Эпир яланхи пекех ҫак ҫулсенче тӑватӑ сехете яхӑн ӗҫлерӗмӗр, самай пысӑк ӗҫ калӑпӑшӗ, – тенӗ регион ертӳҫи.
Республика Пуҫлӑхӗ правительство членӗсемпе муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене пурне те ҫыхӑнура пулма ыйтнă.
- Эпӗ телевизор умӗнче никама та ларма ыйтмастӑп, анчах, тархасшӑн, пурте ҫыхӑнура пулӑр, эпӗ оперативлӑ майпа, ыйту сиксе тухсан, сире каялла чӗнсе илме тата эсир хурав пама пултарма. Патшалӑхӑн пысӑк мероприятийӗ ку, - палӑртнă Радий Хабиров.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗпе тӳрӗ линие тӳрӗ эфирта БСТ, «Россия 24», «Башкортостан 24», «Вся Уфа», «Салям», UTV телеканалсем, ҫавӑн пекех «Юлдаш» радиостанцисем тата социаллӑ сетьсенче кӑтартӗҫ. Хӑвӑрӑн ыйтӑва памалли мелсен тулли списокӗ - vopros.glavarb.ru сайтра.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Пуҫлӑхӗн пресс-служби / glavarb.ru.