Декабрӗн 5-мӗшӗнчен 6-мӗшӗччен Мускав хулинчи «Сенеж» управленийӗн мастерскойӗнче «Большие решения малой Родины» ятлă муниципалитет практикисен анлӑ форум-куравӗ иртнӗ.
Кун пирки район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов каласа панă.
— Мероприяти Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Администрацийӗ пулӑшнипе иртнӗ. Асӑннӑ форума Пушкӑртстан Республикин 11 ҫынран тӑракан делегацийӗ те хутшӑннӑ, ӑна Пушкӑрт Республикин муниципаллӑ йӗркелӳсен канашӗсен ассоциацийӗн правлени председателӗ Марат Васфиевич Васимов ертсе пынӑ.
Ку форум муниципалитетӑн управлени ӗҫӗсен ӑнӑҫлӑ практикисене улӑштармалли тата тиражламалли пӗтӗм Раҫҫейри площадка пулса тӑнă. Пӗчӗк хуласемпе ялсенче пурнӑҫ пахалӑхне улӑштарма пултаракан йышӑнусене сӳтсе явнӑ. Проектсен презентацийӗсем, панель сессийӗсем, лекцисем, мастер-классем, федераци тата регионаллӑ экспертсем, влаҫ органӗсен представителӗсем тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх лидерӗсем хутшӑннипе уҫӑ диалогсем пулнă. Каминке ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗ Ирина Павловна Шишкина форумра хӑйӗн «Точка притяжения» муниципаллӑ практикине презентацилесе тухса калаҫнă.
Пӗр лапама пӗтӗм ҫӗршывран 750 пуҫлӑх тата представитель пухӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, Пушкӑртстан муниципалитечӗсем конкурсра пӗтӗмӗшле 55 млн тенкӗ выляса илнӗ. «Хула строительствин политики, халӑх пурнӑҫӗн меллӗ хутлӑхне тивӗҫтересси тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха аталантарасси» номинацире Пишпӳлек районӗнчи Каминке ял Совечӗ «Точка притяжения» практикӑпа ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Ял тӑрӑхӗ 20 млн тенкӗ федераци укҫи-тенкине илнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администраци пуçлăхĕн Артур Зариповăн социаллă сетьри страницинчен.