Çутă çул
+22 °С
Дождь
Общество
15 Декабря 2025, 06:58

Раҫҫей çыннисем Путинпа тӳрӗ линие 1,2 млн ытла ыйту ярса панӑ

#владимирпутин

Раҫҫей çыннисем Путинпа тӳрӗ линие 1,2 млн ытла ыйту ярса панӑРаҫҫей çыннисем Путинпа тӳрӗ линие 1,2 млн ытла ыйту ярса панӑ
Раҫҫей çыннисем Путинпа тӳрӗ линие 1,2 млн ытла ыйту ярса панӑ

#владимирпутин

РФ Президенчӗпе Владимир Путинпа тӳрӗ линие ҫыракансен шучӗ 1,2 миллионран та иртнӗ. Кун пирки декабрӗн 14-мӗшӗнче «Известия» корреспонденчӗ Елена Хмура пӗлтернӗ.

«Ыйтусене Раҫҫейри пур регионтан та пӗр чарӑнмасӑр йышӑнаҫҫӗ. Тӗллев — кашни шӑнкӑрава тӗплӗн, анчах ҫав хушӑрах оперативлӑ майпа пӑхса тухасси, шӑнкӑравлаканӑн Раҫҫей Президентне хӑйӗн ыйтӑвне пама май пултӑр тесе», — каласа кӑтартнă вӑл.

Тӳрӗ линие ыйту пама соцсеть, приложени, интернет-сайт, MAX мессенджер, СМС е ММС урлӑ пулать. Ҫапах шӑпах телефон шӑнкӑравӗсем ҫулран-ҫул чи паллӑ меслет пулса юлаҫҫӗ. Call-центр операторӗпе калаçса кӑна мар, видеоҫыхӑнупа та хутшӑнма пулать.

Пуринчен ытла социаллӑ политика, инфратытӑм тата ҫурт-йӗр пирки ыйтаҫҫӗ. Кӑҫал тата нейросеть пирки час-часах ыйтаҫҫӗ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Известия/Андрей Эрштрем.

https://iz.ru/2008211/2025-12-14/rossiiane-prislali-svyshe-12-mln-voprosov-na-priamuiu-liniiu-s-putinym

 

Раҫҫей çыннисем Путинпа тӳрӗ линие 1,2 млн ытла ыйту ярса панӑ
Раҫҫей çыннисем Путинпа тӳрӗ линие 1,2 млн ытла ыйту ярса панӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас