Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
16 Декабрӗн , 10:43

Пушкӑртстанра уявсенче каҫ эрех-сӑра сутма чараççĕ

2026 ҫултанпа январӗн малтанхи кунӗсенче «сухой закон» графикĕ улшӑнӗ.

Пушкӑртстанра уявсенче каҫ эрех-сӑра сутма чараççĕ
Пушкӑртстанра уявсенче каҫ эрех-сӑра сутма чараççĕ

Пушкӑртстанра Çӗнӗ ҫул уявӗсен тапхӑрӗнче лавккасенче эрех-сӑра сутма каллех чару кӗртеҫҫӗ. 2026 ҫултанпа январӗн малтанхи кунӗсенче «сухой закон» графикĕ улшӑнӗ.

Январĕн 3-мӗшӗнче спиртлă эрех-сăрана ваккӑн сутма 17.00 сехетрен пуҫласа 23.00 сехетчен чарӗҫ. Ҫитес виҫӗ кунра — январĕн 4, 5 тата 6-мӗшӗсенче-чару икӗ вӑхӑт чӳречинче: 8.00 сехетрен пуҫласа 10.00 сехетчен тата 17.00 сехетрен пуҫласа 23.00 сехетчен ӗҫлӗ. Маларах чарусем урӑх форматпа, сӑмахран, каҫран пуҫласа тепӗр кунхи ирччен, усӑ курнӑ.

Чару ваккӑн сутакан лавккасене кӑна пырса тивет. Асӑннӑ вӑхӑтра кафесенче, ресторансенче тата барсенче эрех-сӑра туянма ҫав-ҫавах май пулӗ. Правилӑсене пӑснӑшӑн сутуҫӑсене пысӑк штраф тӳлеттереҫҫӗ.

Ку мера общество йӗркине тытса пыма, правӑна пӑсакансен шутне чакарма тата уяв кунӗсенче ҫемье канӑвне пропагандӑлама тӗллевленӗ.

https://mgazeta.com/news/novosti/2025-12-15/v-bashkirii-vvedut-vecherniy-zapret-na-prodazhu-alkogolya-v-prazdniki-4507738

 

 

 

 

Пушкӑртстанра уявсенче каҫ эрех-сӑра сутма чараççĕ
Пушкӑртстанра уявсенче каҫ эрех-сӑра сутма чараççĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас