#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ача чухне разведчик пуласшӑн пулнине, унӑн ӗмӗчӗ пурнӑҫланнине каласа кӑтартнӑ. Кун пирки вӑл январĕн 5-мӗшӗнче «Елка желаний» акцие хутшӑнакан ҫичӗ ҫулхи Игорь Степаненкопа калаҫнӑ чухне пӗлтернӗ.
«Эпӗ хамӑр ҫӗршывӑн тулаш разведкин ӗҫченӗ пулса тӑтӑм, 20 ҫула яхӑн тулаш разведкӑра ӗҫлерӗм. Разведчик пулса ӗҫлерĕм. Эппин, куратӑн-и, манӑн ӗмӗт ку тӗлӗшпе пӗтӗмпех пурнӑҫланчӗ», - тенӗ Путин.
Патшалӑх Пуҫлӑхӗ ача чухне унӑн тата морякпа летчик пулас кӑмӑлсем ҫуралнине, анчах кӗнекесем вуланӑ тата фильмсем пӑхнӑ хыҫҫӑн вӑл разведчик пуласшӑн пулнине палӑртнӑ.
Путин хӑйӗн тӗллевӗ патне ӑнтӑлнине, арçын ачана палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама суннă, мӗншӗн тесен ку «питӗ лайӑх, сывӑ ҫитӗнӳ туйӑмӗ» парать.
Сăнÿкерчĕкĕ: Новости РИА/Михаил Метцель.
https://iz.ru/2021069/2026-01-05/putin-rasskazal-o-svoei-detskoi-mechte-stat-razvedchikom