Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ПР правительствин оперативлӑ канашлӑвӗнче Пысӑк та туслӑ ҫемье ҫулталӑкӗнчи мероприятисен планне хатӗрлеме хушнӑ.
— 2026 ҫула эпир Пысӑк та туслӑ ҫемье çулталӑкӗ тесе пӗлтертӗмӗр, мероприятисен планӗ кирлӗ. Раҫҫей Президенчӗ 2026 çула Халӑхсен пӗрлӗхӗн çулталăкĕ тесе пӗлтерчӗ. Йӑлтах пирӗн пӗр килет, – тенӗ республика ертӳҫи.
Аса илтеретпӗр, Радий Хабиров республикӑра пурӑнакансене Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламланӑ май 2026 ҫула ҫемьесене халаллама сӗннӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков /«Башинформ» ИА архивĕ.