Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
27 Кӑрлач , 13:09

Пушкӑртстанра СВО паттӑрӗсене асра тытаҫҫӗ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров правительствӑн оперативлӑ канашлӑвӗнче ятарлă çар операцине хутшӑнакансен паттӑрлӑхӗсене асӑнса хӑварма хушнӑ.

Регион ертӳҫи ятарлă çар операци тӑватӑ ҫул тӑсӑлнине, республикӑра пурӑнакансем, ҫар ҫыннисене те кӗртсе, паттӑрлӑх кӑтартнине, ун пирки информацие манӑҫа ан тухтӑр тесе упрамаллине палӑртнӑ.
Ҫавна май регион пуҫлӑхӗн администрацине СВО тапхӑрӗнчи ӗҫ тата ҫар паттӑрлӑхӗсене асра тытмалли мероприятисен планне хатӗрлеме хушнӑ. Ҫак тӗллеве пурнӑҫлама СМИ представителӗсем, СВО ветеранӗсен ассоциацийӗ тата республика архивӗ хутшӑннипе ятарлӑ комисси йӗркелӗҫ. Радий Хабиров геройсен асне упраса хӑварас ӗҫе системӑллӑ пурнӑҫламаллине каланӑ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-01-26/pamyat-o-geroyah-bashkortostana-v-gody-svo-uvekovechat-4550741

Пушкӑртстанра СВО паттӑрӗсене асра тытаҫҫӗ
Пушкӑртстанра СВО паттӑрӗсене асра тытаҫҫӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас