Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
28 Кӑрлач , 10:35

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвĕн тӳрӗ трансляци январĕн 30-мӗшӗнче

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров январӗн 30-мӗшӗнче республика парламентне ҫулсерен яракан Ҫырупа тухӗ.

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвĕн тӳрӗ трансляци январĕн 30-мӗшӗнче
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвĕн тӳрӗ трансляци январĕн 30-мӗшӗнче

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров январӗн 30-мӗшӗнче республика парламентне ҫулсерен яракан Ҫырупа тухӗ. Ҫырура регион аталанӑвӗн ҫитес тапхӑрти стратегилле тӗллевӗсене тата тӗп тӗллевӗсене палӑртӗҫ.
Январĕн 30-мӗшӗнче 10:00 сехетре патшалӑх телеканалӗсем: БСТ, «Салям», «Башкортостан 24» тата «Вся Уфа» тӳрӗ трансляци ирттерӗҫ. Онлайн-трансляцие республика Пуҫлӑхӗн официаллӑ социаллӑ сечӗсенче те курма май пулӗ.
Хӑйӗн сӑмахӗнче Радий Хабиров унчченхи тапхӑрти ӗҫе пӗтӗмлетӗ, малашлӑхри приоритетсене палӑртӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшассине уйрӑмах тимлӗх уйӑрма палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех Ҫырура республика пурнӑҫӗн тӗрлӗ сферине искусствӑлла интеллектпа нейросетьсем кӗртес темӑна та хускатӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх экономика, социаллӑ политика, тирпей-илем тата экологи ыйтӑвӗсене ҫутатӗҫ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Радий Хабировӑн социаллă сечӗсем.

https://mgazeta.com/news/novosti/2026-01-27/pryamaya-translyatsiya-poslaniya-glavy-bashkirii-30-yanvarya-2026-gde-smotret-4552552

 

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвĕн тӳрӗ трансляци январĕн 30-мӗшӗнче
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвĕн тӳрӗ трансляци январĕн 30-мӗшӗнче
Автор: Марина Иванова
Читайте нас