Радий Хабиров Раҫҫей Геройӗ Максим Серафимов ячӗллӗ «Патриот» ҫарпа патриотизм паркӗнче пилӗк кунлӑх вӗренӳ сборӗсем иртекен Уфа шкул ачисемпе тӗл пулнă. Мероприятие 10-мӗш классенче вӗренекен 350 ҫын хутшӑннӑ.
Хутшӑну вӑхӑтӗнче регион ертӳҫи кун пек пухусене чӑн-чӑн «ҫитӗнӳ шкулӗ» тенӗ. Программа вӑй-хала аталантарма тата база ҫар хӑнӑхӑвӗсене — вут-ҫулӑмпа тактика хатӗрленӗвӗнчен пуҫласа медпулӑшу никӗсӗсене тата уставсене тӗпчеме кӑна мар, чун вӑйне, дисциплинӑна тата чӑтӑмлӑха ҫирӗплетме тӗллев тытнине палӑртнă.
Республика Пуҫлӑхӗпе калаҫни чӗрӗ те шанчӑклӑ пулнă. Аслӑ классенче вӗренекенсем тӗрлӗ темӑпа ыйтусем панӑ: ҫарта служба иртни, спортпа туслашнин пӗлтерӗшӗ, информаци хӑрушсӑрлӑхӗ пирки. Радий Хабиров та ҫамрӑк чухне ҫакӑн пек пухусене хутшӑнни ҫинчен ачасене аса илсе каласа панă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: https://vk.com/ufa